Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Августӑн 2020, 19:25

Сысна çури çапăçтарнă

Август уйăхĕн 15-мĕшĕнче каçхине полици участокне Бакалă районĕнчи Нарат-Елга ялĕнчен шăнкăравланă. Вырăна килсе çитнĕ йĕрке хуралçисем хваттерте çĕçĕпе чиксе амантнă 37 çулхи арçынна тупнă. Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăнта арçыннăн тĕрмере ларса тухнă еркĕнĕ те пулнă. Вĕсем иккĕшĕ те самаях хĕрĕнкĕскерсем уçăмлă, ăнлантарса калаçма та пултарайман.

Ĕç-пуç вара çапларах пулса иртнĕ. Маларах 40 çулхи хĕрарăмпа арçын пĕрле хăналаннă. Кăшт вăхăт иртсен хĕрарăм хăйĕн çывăх çыннине унăн укçа-тенкĕ парăмĕ пуррине аса илтернĕ, арçын ăна сысна çури сутнăшăн илнĕ укçана парса татман имĕш. Хĕрарăм çине тăрсах укçана тавăрса пама ыйтнă, анчах та лешĕ унпа пая кĕмессине, тавăрса памассине систернĕ. Çиленнипе хĕрарăм сĕтел çинчи çĕççе илнĕ те юлташне хырăмĕнчен чикнĕ. Чăн та, каярах хăй ытлашши хаяр хăтланнине ăнланса илнĕ, хăех полицине шăнкăравланă.
Суранланнă çынна васкавлă пулăшу машинипе больницăна илсе çитернĕ, хĕрарăма – полицине.
- Преступлени тăвакан хăй айăпне йышăнать. Халĕ уголовлă ĕç пуçарас ыйтăва пăхса тухмалла. Следстви органĕсем суда хĕрарăма хупса хума ыйтса ходатайство тăратма шутлаççĕ,- пĕлтернĕ ПР Шалти ĕçсен министрствин пресс-службинче.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: