Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Августӑн 2020, 18:25

Сывлăх сыхлав министерстви ăнлантарса панă

Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерстви COVID-19 вируспа чирлекенсене юлашки вăхăтра больницăсенче йышлă кăларнин сăлтавĕсене уçăмлатнă. Маларах, август уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне, талăкра кашăлвируспа чирлисене сыватнă хыççăн пĕр харăс 569 çынна больницăсенчен кăларнине пĕлтернĕччĕ. Тепĕр кун 181 пациент килĕсене таврăннă. Çаксем пурте рекордлă кăтартусем темелле.

- Пациентсем больницăсенчен йышлă тухни сываласси хăвăрт аталанса пынипе çыхăннă,- тесе ăнлантарса панă министерствăн пресс-секретарĕ Софья Алешина.
Август уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне кăшăлвирус пандемийĕ пуçланнăранпа сывалнисен шучĕ республикăра 6502 çынна (талăкра +19) çитнĕ. Сипленекенисем 773 çынпа танлашаççĕ. Вĕсенчен – 114-шĕ стационарсенче, 659-шĕ, çăмăл формăпа чирлекенисем, килте медицина процедурисем иртеççĕ.
Çав вăхăтрах COVID- 19 вируспа чирлесе вилнӗ çынсен шучӗ Пушкăртстанра 27 çынна çитнӗ. Ӗнер Ӗпхӳ хулинче пурăнакан 63 çулхи арçыннăн чӗри тапма чарăннă. Вăл чӗре чирӗпе чирлӗ (ишемия) пулнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: