Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Августӑн 2020, 18:50

Ача сачĕсем хăçан ĕçлеме тытăнасси паллă

Август уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пушкăртстанри Вĕрентÿ тата наука министерствин шкулчченхи вĕрентÿ уйрăмĕн начальникĕ Алина Галина социаллă сетьсенче шкул çулчченхи учрежденисем хăçан ĕçлеме тытăнассине пĕлтернĕ.

Кăшăлвирус пандемине пула ача сачĕсен ĕçне чарса лартнăччĕ. Хăш-пĕр учрежденисенче дежурнăй ушкăнсем çеç ĕçлеççĕ.
Влаçсем вĕрентÿ учрежденийĕсем малтанхи режимпа пандемийĕн иккĕмĕш тапхăрне кĕнĕ хыççăн ĕçлессине пĕлтернĕччĕ. Палăртнă тăрăх‚ ача сачĕсем июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен уçăлмаллаччĕ.
- Август уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне ача сачĕсенче дежурнăй ушкăнсем ĕçлеççĕ. Шкул çулчченхи учрежденисем сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен малтанхи режимпа тата санитарипе эпидеми мерисене пăхăнса ĕçлеме тытăнĕç‚ – тенĕ Алина Галина.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: