Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров август уйăхĕн 16-мĕшĕнче Куштау сăрт-туне хÿтĕлекенĕсемпе тĕл пулнă. Вăл экологи хастарĕсемпе калаçса татăлма пултарнă.
- Пушкăрт сода компанийĕ паян ту çинчен каять, эсир те килĕрсене саланăр. Икĕ ен те канашласа йышăну тумасăр ту çине производство ĕçĕсем тума никам та хăпармĕ. Сăмах паратăп сирĕн умăрта, - çирĕплетсе каланă вăл.
Пушкăртстан пуçлăхĕ «Сода» предприяти Куштау тăвĕ çинче хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ хыççăн хăварнă çÿп-çапа тасатмалли пирки тата Çтерлĕ шиханĕсене хÿтĕлемелли обществăлла канаш тăвас шухăшсене ырланă. Тепĕр кун экологи хастарĕсене тĕл пулса калаçма йыхравланă. Пухăннисем калаçу вăхăтĕнче тытса чарнă çынсен шăпи çинчен ыйту çĕкленĕ.
- Вăхăтлăха ирĕксĕр хăварнă çынсене ярăпăр. Унта экологи хастарĕсене çеç мар, «Пушкăрт сода компанине» («БСК») хутĕлекенсене те тытса чарнă. Пурте саккун йĕркипе пулĕ. Эпĕ кăна çирĕплетсе калатăп, - тенĕ Радий Хабиров. – Тата информаци политики çинчен те асăнса хăварасшăн. Эпĕ экстремизмпа ваххабизм тĕн юхăмĕсене яланах хирĕç. Ку манăн харпăр позици. Пĕр ăнланусăр никама та экстремистсен йышне явăçтармĕç. Сире те лăпланма ыйтатăп.
Пĕр кун маларах Куштау тăвĕ çинче хастарсем экологи флешмобĕ ирттернĕ. Çавăн чухне «БСК» ĕçченĕсем тата экологи хастарĕсем хушшинче тытăçу пулса иртнĕ.