Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Августӑн 2020, 19:25

Çар хĕсметĕнчен 149 каччă хăтăлнă

Пушкăртстан Правительствинче çурхи призыв пĕтĕмлетĕвĕсене тунă.

Пушкăртстан Правительствинче çурхи призыв пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Рамиль Хайрутдинов пĕлтернĕ тăрăх, комиссине 19 517 качча йыхравланă. Анчах та унта 19 513 яш çеç килнĕ. Вĕсенчен 6 пинĕшĕ çара служба иртме ăсаннă. Çĕр хĕрĕх тăхăр каччă юристсен пулăшăвĕпе усă курса çартан хăтăлнă.
Влаçсен шухăшĕпе çар хĕсметне иртнĕ çамрăксемшĕн пурнăçра чылай майсем уçăлаççĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров сăмахĕсем тăрăх, салтакра пулман çынсем пысăк должноç йышăнмалли майсене çухатаççĕ.
Читайте нас: