Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Августӑн 2020, 12:10

Инкек алли инке мар‚ никама та хĕрхенмест

Иртнĕ вырсарни кун‚ август уйăхĕн 16-мĕшĕнче‚ Авăркас районĕн территорийĕнче хăрушă авари пулнă. Унта виçĕ автомобиль çапăннă.

Иртнĕ вырсарни кун‚ август уйăхĕн 16-мĕшĕнче‚ Авăркас районĕн территорийĕнче хăрушă авари пулнă. Унта виçĕ автомобиль çапăннă.
Инкек Ĕпхÿ-Эрĕнпур трассин 72 çухрăмĕнче пулса иртнĕ. «ВАЗ-2114» тата «Мерседес Бенц» (хуçи 31 çулхи Баймак çынни) машинăсем пĕр-пĕринпе вирлĕн çапăннă. Унтан хамăр çĕршывра туса кăларнă çăмăл машина çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухса «Датсун» иномаркăна пырса тăрăннă.
Аварире «ВАЗăн» 59 çулхи хуçи‚ «Датсунăн» Гафури районĕнче пурăнакан 41 çулхи водителĕ тата унăн пассажирĕсем аманнă. Каярах реанимаци уйрăмĕнче тăватă çулхи хĕрачан‚ иномарка пассажирĕн‚ пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
ПР ГИБДД ĕçченĕсем «ВАЗ-2114» автомобиль хуçи руль умне ÿсĕр ларнине пĕлтернĕ. Унăн юнĕнче 0‚925 промилле алкоголь тупса палăртнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: