Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Августӑн 2020, 19:30

Ĕçмелли шыв производстви пирки сÿтсе явнă

Паянхи кун Пушкăртстанра 38 предприяти бутылкăри ĕçмелли шыв туса кăларать. Вĕсенчен 12-шĕ минераллă шĕвексене савăтсене тултараççĕ. 2019 çулта республикăра 158 млн литр ĕçмелли шыв туса кăларнă. Вăл пĕтĕм Раççей производствин 0,5 проценчĕпе танлашать. 2020 çулхи пĕрремĕш çур çулта 75,5 млн литр ĕçмелли шыв туса кăларнă. Ку цифрăсене «Ял сехечĕ» вăхăтĕнче илсе кăтартнă.

- Юлашки вăхăтра минераллă шĕвексене газлă пылак шывсенчен ытларах тума пуçланине асăрхама пулать. Ку енпе Пушкăртстан федераллă суту-илÿ шайне те тухма пултарать, - ăнлантарса панă Бутылкăри шывсене туса кăларакансен союзĕн президенчĕ Алена Кондратьева.
«Красный ключ» тулли мар яваплăхлă обществăн (ООО) тĕп директорĕ Ян Терновский каланă тăрăх, вырăнти продукцие федераллă суту-илĕве кăларма питĕ кăткăс. Чылай чухне тавар хакĕ производительсен тăкакĕсене саплаштармасть.
Вице-премьер Ильшат Фазрахманов Пушкăртстанри минераллă ĕçмелли шывсене тăвакан производительсене хăйсен продукцине республика тата федераллă суту-илÿ шайне кăларма коммерциллĕ мар ассоциаци йĕркелеме канаш панă.
Çавăн пекех «Ял сехечĕ» вăхăтĕнче пластик савăтсемпе тепĕр хут усă курмалли çинчен те калаçнă. Пушă савăтсене пухма фандомат аппарачĕсене вырнаçтарма килĕшсе татăлнă. Çут çанталăкпа усă курасси тата экологи министрĕ Урал Искандаров пĕлтернĕ тăрăх, «Экология Т» регоператор усă курнă савăтсене - алюминирен, полиэтилентерефталатран (ПЭТ) тунă бутылкăпа банкăсене – пухма роботизациленĕ агрегатсене вырнаçтарма палăртать. Çынсем усă курнă савăтсемшĕн укçа е лавккасенче усă курмалли чексемпе балсем илме пултарĕç.
Читайте нас: