Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Августӑн 2020, 17:55

Пуçламăш класс ачисене – тÿлевсĕр апат

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Пушкăртстанри шкулсенчи 225 пине яхăн пуçламăш класс ачине тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтерĕç. Çакăн пирки Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социаллă сетьри страницинче пĕлтернĕ.

- Пуçламăш класс ачисене тÿлевсĕр апатлантарасси Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тивлечĕпе пурнăçа кĕчĕ. Ун валли Раççей бюджетĕнчен 778 млн тенкĕ уйăрнă. Çак хисеп çумне республика бюджетĕнчен 106 млн тенкĕ хушатпăр, - пĕлтернĕ республика ертÿçи.
Радий Хабиров сăмахĕсем тăрăх, регионта малтанхи пекех нумай ачаллă, укçа-тенкĕ енчен çителексĕр çемьесенчи ачасене, сывлăх енчен тулли пурнăçпа пурăнайман ачасене патшалăх шутĕнчен икĕ хутчен вĕри апат çитересси сыхланса юлать.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: