Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Августӑн 2020, 14:01

Чи лайăх çĕр ĕçченĕсене - внедорожниксем

Кăçал республика вырма ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсе чи лайăх аграрисене чыслама «Лада Нива» 20 автомобиль уйăрса парĕ. Çак хыпара ПР Правительствинче иртнĕ оперативлă канашлура ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов вице-премьер пĕлтернĕ.

Конкурс пилĕк номинаципе - «Чи лайăх комбайнерсем»‚ «Хăй çÿрекен косилкăпа ĕçлекен чи лайăх оператор»‚ «Кăшман кăларакан комбайнпа ĕçлекен чи лайăх оператор»‚ «Вырма вăхăтĕнчи çăк турттаракан автомобилĕн чи лайăх водителĕ» тата «Кĕрхи суха тăвакан чи лайăх механизатор» - иртĕ.
Республика аграрийĕсене хакламалли тĕп критерисем: тĕш тырă çапса илнин‚ тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене çулнин‚ сахăр кăшманне кăларнин, тракторпа кĕрхи суха тунин пĕтĕмĕшле лаптăкĕсем тата комбайнсем патĕнчен тырра йĕтем çине тата элеватора турттарнин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ.
Конкурса хутшăнакансем тĕш тырă комбайнĕсемпе ĕçленине спутник тата навигаци хатĕрĕсем урлă çирĕплетсе памалла.
Читайте нас: