Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Августӑн 2020, 13:15

Владимир Путинпа Ангела Меркель Белоруссинчи лару-тăрăва сÿтсе явнă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата ФРГ канцлерĕ Ангела Меркель телефон урлă Белоруссинчи лару-тăрăва сÿтсе явнă.Кремль палăртнă тăрăх, калаçу Германи çине тăнипе иртнĕ. Берлин оппозици диалогĕсене хÿтĕлет тата политзаключеннăйсене ирĕке кăларма ыйтать. Раççей Белоруссин шалти ĕçĕсене хутшăнни тĕрĕс мар тесе шутлать.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата ФРГ канцлерĕ Ангела Меркель телефон урлă Белоруссинчи лару-тăрăва сÿтсе явнă.
Кремль палăртнă тăрăх, калаçу Германи çине тăнипе иртнĕ. Берлин оппозици диалогĕсене хÿтĕлет тата политзаключеннăйсене ирĕке кăларма ыйтать. Раççей Белоруссин шалти ĕçĕсене хутшăнни тĕрĕс мар тесе шутлать.
Германи канцлерĕ Владимир Путинпа калаçу иртесси çинчен Литва президенчĕпе телефон урлă калаçнă вăхăтра пĕлтернĕ. Ангела Меркель Белорусси президенчĕпе Александр Лукашенкăпа республикăри лару-тăрăва йĕркене кĕртессипе çыхăннă ыйтусене çĕклеме палăртнă. В. Путинпа Александр Лукашенко икĕ хутчен телефон урлă çыхăннă ĕнтĕ. Лару-тăру кăткăсланас пулсассăн ăна пĕрле йĕркене кĕртесси пирки калаçса татăлнă. Белоруссинчи хирĕçлевсем августăн 9-мĕшĕнчен пуçланнă. Сăлтавĕ – президент суйлавĕ. Суйлав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Белорусси Президенчĕ Александр Лукашенко 80,08%, унăн тĕп конкуренчĕ Светлана Тихановская 10,09% сас пухнă. Хирĕçлекенсем сасăсене тепĕр хут шутласа тухма, иртнĕ суйлава пăрахăçлама ыйтаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: