Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Августӑн 2020, 11:30

Халăх сывлăхĕ - тĕп пуянлăх

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#здравоохранениеРеспубликăра сывлăх сыхлав тытăмне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ялсенче çĕнĕ ФАПсем хăпартаççĕ‚ киввисене юсаса çĕнетеççĕ. Ял çыннисем медицина учрежденисенче пахалăхлă‚ паянхи пурнăç ыйтакан стандартсемпе пулăшу илме пултараççĕ. Çакă савăнтарать те‚ хавхалантарать те.

Республикăра сывлăх сыхлав тытăмне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ялсенче çĕнĕ ФАПсем хăпартаççĕ‚ киввисене юсаса çĕнетеççĕ. Ял çыннисем медицина учрежденисенче пахалăхлă‚ паянхи пурнăç ыйтакан стандартсемпе пулăшу илме пултараççĕ. Çакă савăнтарать те‚ хавхалантарать те.
Авăркас районĕнче сывлăх сыхлав сферине аталантарассипе тăвакан ĕçсем малалла пыраççĕ. Сăмахран‚ Таштамак ялĕнчи çĕнĕ ФАПăн территорине тирпей-илем кĕртеççĕ. Унсăр пуçне ФАПа çитме çул тăваççĕ.
Медицина учрежденийĕ виçĕ яла‚ пине яхăн çынна‚ пулăшупа тивĕçтерсе тăрĕ. Пациентсен шутĕнче ачасем пуррине те палăртса хăвармалла.
Таштамак ял Канаш пуçлăхĕн Минсара Федорован сăмахĕсем тăрăх‚ кивĕ ФАПăн çуртне иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче хăпартнă. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл кивелнĕ. Халĕ ял çыннисем пахалăхлă медицина пулăшăвне кĕтеççĕ.
- Çитес вăхăтра ял çыннисен таса та çутă‚ хăтлă ФАП пулĕ. Ăна паянхи самана ыйтнине тата санитари нормисене пăхăнса хăпартнă. Унсăр пуçне кирлĕ инструментсемпе тата оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Çавăнпа кунта фельдшер кăна мар‚ мобильлĕ бригадăсем те ĕçлеме пултараççĕ‚ – тенĕ Минсара Федорова.
Нукасак ялĕнче вара фельдшерпа акушер пункчĕн тăррине улăштарнă. Медучрежденин тăррине вуншар çул юсаман пулнă. Çурта 1990 çулта хăпартнипе вăл самаях юхăннă. Юсав ĕçĕсене Çтерлĕ хулинчи подрядчиксен организацийĕ пурнăçланă. Строительсем ФАПăн тăрринчи кивĕ шифера илсе ун вырăнне профнастил витнĕ.
Толбазăри район больницин тĕп врачĕ каланă тăрăх‚ юсав ĕçĕсене ирттерме ПР Сывлăх сыхлав министерстви укçа-тенкĕ уйăрса панă. Çĕнетÿ ĕçĕсем çакăнпа вĕçленмеççĕ. Çулталăк вĕçĕччен ФАПăн чÿречисене те улăштарма палăртаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#здравоохранение
Читайте нас: