Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Августӑн 2020, 14:15

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçченне тăватă статьяпа айăплаççĕ

Гафури районĕн прокуратури халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçченне хирĕç уçнă уголовлă ĕçĕн айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Хĕрарăма «мошенник»‚ «взяткăсем илни тата усă курма хăтланни»‚ «ĕçре улталани» тата «официаллă документсене суялани» статьясемпе айăплаççĕ.

ПР прокуратурин пресс-службин даннăйĕсем тăрăх‚ айăпланакан хăйĕн тăватă пĕлĕшĕ ĕçсĕр юлнă тесе приказсем тунă.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçченĕ вĕсене ĕçсĕрлĕхшĕн парăнакан пособин чи пысăк виçипе тивĕçтерме хушнă. Паллах‚ вăл приказ тума тата укçан виçине палăртма пултарайман.
Унсăр пуçне хĕрарăм хăйĕн ĕçĕшĕн икĕ гражданран 65 пин тенкĕ взятка илнĕ. Виççĕмĕшĕ центрăн ĕçченне мунча пури (унăн хакĕ 30 пинпе танлашать) пама шантарнă. 2018-2019 çç ĕçсĕррисене сăлтавсăрах 250 пине яхăн укçа куçарнă.
Ултавлă ĕçсене прокурор тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче тупса палăртнă. Хĕрарăм хăйĕн айăпне туллин йышăннă‚ бюджета кÿнĕ сиене саплаштарнă. Уголовлă ĕçе суда янă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: