Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Августӑн 2020, 14:25

Кăмпапа 20 çын хăналаннă

Пушкăртстанри Баймак районĕнче пурăнакансем‚ шăп сунара юратакансем‚ лаша пуçĕ пысăкăш çимелли кăмпа тупнă.

Пушкăртстанри Баймак районĕнче пурăнакансем‚ шăп сунара юратакансем‚ лаша пуçĕ пысăкăш çимелли кăмпа тупнă. Сунарçăсем савăнăçлă хыпара соцсетьсем урлă пĕлтернĕ.
«Вести-Башкортостан» хыпарланă тăрăх‚ çакăн йышши аномали август уйăхĕнче çумăр нумай çунипе çыхăннă. Асăннă районта çумăрсем шăрăх кунсем тăнă хыççăнах пуçланнă.
Çут çанталăк парнин хуçисем пысăк кăмпана пайласа шаркку пĕçернĕ. Вĕсем техĕмлĕ апатпа çирĕм çынна хăналанă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: