Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Августӑн 2020, 16:35

Авари вырăнĕнчен тарса çухалнă

Кумертау хулинчи çул-йĕр çинче авари пулса иртнĕ, инкеке пула пĕр çын вилнĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри ШĔМĕн Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцин управленийĕ.

Кумертау хулинчи çул-йĕр çинче авари пулса иртнĕ, инкеке пула пĕр çын вилнĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри ШĔМĕн Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцин управленийĕ.
Ирхине Кумертау - Ермолаево çулăн 1-мĕш çухрăмĕнче Toyota Previa тата Лада Калина çапăннă. Лада Калинăн 32 çулхи водителĕ йывăр сурансене пула вырăнтах вилнĕ.
-Toyota рулĕ умĕнчи шофер авари вырăнĕнчен тарса çухалнă. Халĕ тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ, - тенĕ управленинче.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: