Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Августӑн 2020, 16:00

Пушкăртстан Раççей ялавĕн кунне паллă тăвать

Паян çĕршывра – Раççей ялавĕн кунĕ. Пушкăртстанăн мĕнпур районĕсемпе хулисенче ăна анлă паллă тăваççĕ.

Паян çĕршывра – Раççей ялавĕн кунĕ. Пушкăртстанăн мĕнпур районĕсемпе хулисенче ăна анлă паллă тăваççĕ.
Сăмахран, Ĕпхÿре Пушкăртстан патшалăх концерт залĕнче 21 сехет те 30 минутра Раççей триколорĕпе мэппинг-шоу (çурт çине çутатса вăл е ку япалана кăтарнă ÿкерчĕк) пуçланать.
Бакалă салинче триколор проекцине Культура çурчĕ çинче курма пулĕ. Паян ятарласа хатĕрленĕ лапамсенче тĕрлĕ темăсемпе йĕркеленĕ фотокуравсемпе паллашма пулать. Вĕсене Раççей ялавĕн историне халалланă, унăн пĕлтерĕшне тарăнрах тĕпчессипе çыхăнтарнă тата ялава ăçта çакма пултарнине пĕлме май пур. Çакăн пек вăхăтлăх фотокуравсем Салават хулинчи Первомайская урамри 18-мĕш çуртра «Раççей ялавĕн историй», Ĕпхÿри «Ташлакан тăрнасем» фонтан умĕнче «Манăн çĕршывăн триколорĕ» тата Шагида Худайбердина ячĕллĕ хулари ача-пăча вулавăшĕ çумĕнчи лапамра «Эпир пурте Раççей ялавĕ айĕнче» ятсемпе иртеççĕ.
Паян волонтерсем уяв çинчен аса илтерсе урамсенче тĕл пулакансене триколор хăйĕвĕсене салатаççĕ. Хăйюсем салатасси «Триколор» акципе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрет. Ĕпхÿре çавăн пек вырăнсен шутне Зорге урамĕнчи 41-мĕш çурта, «Спортивная», «Мир» суту-илÿ тата кану центрĕ», «Башкирия» автобус чарăнăвĕсем кĕреççĕ.
Белорецк районĕнче ирхине онлайн форматпа флешмоб иртнĕ. Пĕтĕм халăх фрончĕн (ОНФ) хастарĕсем Европăпа Ази чикĕленнĕ вырăнта, автомобиль çулĕ хĕррипе, ялавсем лартса тухнă. Тĕп хулан Шуратăл хĕрринчи лапамра Наци симфони оркесторĕн Раççей ялавĕ кунне халалланă концертне тата Абдразаков ячĕллĕ киностудин кĕске метражлă фильмĕсене курма май пур.
Раевкăри Советски площадĕнче «Мăнаçланатăп санпа, Раççей» концерт пырать. Красноусольскри хастарсем ирхине поселок урамĕсем тăрăх Раççей триколорĕпе авточупу йĕркеленĕ. Пелепей хулинчи «Кино тĕнчи» кинотеатр умĕнче «Раççейĕн виçĕ тĕсĕ» ятпа флешмоб иртнĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: