Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Августӑн 2020, 18:55

Хĕрарăм çул çинче выртнă

Дюртюли хулинчи Матросов урамĕнче 21 çулхи водитель Daewoo Nexia автомобильпе ирхи тăватă сехетре 41 çулхи хĕрарăм çине пырса кĕнĕ.

Дюртюли хулинчи Матросов урамĕнче 21 çулхи водитель Daewoo Nexia автомобильпе ирхи тăватă сехетре 41 çулхи хĕрарăм çине пырса кĕнĕ.
Çул синчи инкеке пула тĕрлĕ çĕртен аманнăскере больницăна ăсатмалла пулса тухнă тесе пĕлтернĕ республикăри ГИБДД пресс-служби.
Водитель каласа панă тăрăх, хĕрарăм тĕттĕм тăхăннă тумтирпе çул синче выртнă. Ун çинче йăлтăртакан паллăсем те пулман.
Тĕпчев ĕçĕсем пуçланнă. Иртнĕ талăкра, август уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Пушкăртстанра 14 çул-йĕр пăтăрмахĕ пулса иртнĕ. Вĕсенче 2 çын вилнĕ, 16-шĕ суранланнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: