Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Августӑн 2020, 17:15

Пушкăртстан пахча-çимĕç çитĕнтерессипе малтисен шутĕнче

Республика теплицăсенче пахча-çимĕç çитĕнтерессипе çĕршывра малти вунă субъект шутне лекнĕ. Раççей Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регион август уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне 45,5 пин тонна пахча-çимĕç çитĕнтерсе улттăмĕш вырăна тухнă. Тĕп культурăсен шутне Раççейре хăяр тата помидор кĕреççĕ. Пĕрремĕшне çак кун тĕлне 563 пин, теприне 320 пин тонна пухса илнĕ.

Пушкăртстанра теплицăсенче пахча-çимĕç çитĕнтерессипе Ĕпхÿ районĕнчи «Алексеевский» совхоз» унитарлă ял хуçалăх патшалăх предприятийĕ тата Буздяк тăрăхĕнчи Ф.Р.Хабибрахманов хресченпе фермер хуçалăхĕ тухăçлă ĕçлеççĕ. Август уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне ĕпхÿсем - 9,4 пин, буздяксем 8,2 пин тонна чĕрĕ çимĕç пухса илнĕ. Ку вăл калăпăшĕпе республикăра туса илнĕ мĕнпур пахча-çимĕçĕн çуррине çывăх.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: