Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Августӑн 2020, 17:55

Вăйăран вăкăр тухнă

Ĕпхÿ хулинче ачасен алхасăвĕ пысăк инкекпе вĕçленнĕ. Малтанхи информаци тăрăх, вылянă чухне пĕр арçын ача 8 çулхи хĕр ачан ыйхă (сонная) артерине хĕстернĕ. Пĕчĕкскер çавăнтах вилнĕ. Преступлени йĕрне çухатас тесе унăн ÿтне вăл юхан шыва пăрахнă.

Ĕпхÿ хулинче ачасен алхасăвĕ пысăк инкекпе вĕçленнĕ. Малтанхи информаци тăрăх, вылянă чухне пĕр аçын ача 8 çулхи хĕр ачан ыйхă (сонная) артерине хĕстернĕ. Пĕчĕкскер çавăнтах вилнĕ. Преступлени йĕрне çухатас тесе унăн ÿтне вăл юхан шыва пăрахнă.
«КП-Ĕпхÿ» пĕлтернĕ тăрăх, йĕрке хуралçисем хĕр ача кĕлеткине Черниковкăри Курочкин сăрчĕ çинче тупнă. Маларах хĕр ачан амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕ каçхине киле таврăнманни çинчен полицине пĕлтернĕ пулнă.
Вун виççĕри арçын ача çак инкелĕ ĕçе хăй тунине йышăннă. Хальхи вăхăтра унпа пакунлисем следстви тĕпчевĕсем ирттереççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: