Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Августӑн 2020, 13:20

Олег Кононенко космонавта "Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" II степень орденпа наградӑланă

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин инструктор космонавт-сӑнавçа, Ю.А. Гагарин ячӗллӗ космонавтсене хатӗрлемелли Наукӑпа тӗпчев центрĕ Федераллă патшалăх бюджет учрежденийĕн (ФГБУ) космонавтсен отрячӗн командирне Олег Кононенкăна Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшĕн II степень орденпа наградӑласси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ. Çакӑн ҫинчен право информацийӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.

Документра Патшалӑх пуҫлӑхӗ Олег Кононенко тĕнче уçлăхне тӗпченӗ, алла илнӗ май хăюлăхпа паттăрлăх, пысăк професси ăсталăхĕ кăтартнине палăртнă.
Олег Кононенко 1964 ҫулта Туркмен ССРĕнче ҫуралнӑ. 1988 ҫулта Харьков хулинчи авиаци институтĕнче вӗҫев аппарачӗсен двигателӗсем специальноçа алла илнĕ. Унтан пулас космонавт Куйбышеври (халĕ Самара, - авт.) Тӗп конструктор бюровӗнче ӗҫленӗ, ертсе пыракан инженер-конструктора çитнĕ. 1996 ҫулта ăна космонавт-испытатель пулма кандидата тăратнă. Хӑйӗн пĕрремӗш вӗҫевне Олег Кононенко 2008 ҫулта пурнăçланă. Тепӗр ҫултан Кононенкăна Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ ята панӑ. Ҫавӑн пекех ӑна Тӑван Çĕршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн IV степень орденпа, космоса алла илнӗшӗн медальпе тата Туркмен Паттӑрӗн" Алтый Ай "медалӗпе чысланӑ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: