Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Августӑн 2020, 16:12

Пушкăртстан пуçлăхĕ хăйĕн тупăшĕ çинчен отчет панă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров 2019 çулта хăй 7 млн тенкĕ ытла ĕçлесе илни çинчен декларацинче кăтартнă. Çак хисеп 2018 çулхипе танлаштарсан 3 миллион тенкĕ нумайрах. Çав вăхăтрах унăн тупăшĕ хăйĕн пресс-секретарĕн Диана Ихсанован çулталăкри тупăшĕнчен 3 миллиона сахалрах пулать.

Регион пуçлăхĕн харпăрлăхне 82,5 тăваткал метрлă çурт, 913 тăваткал метрлă çĕр лаптăкĕ тата гараж кĕрет. Çавăн пекех вăл 79,9 тăваткал метрлă хваттерпе тата 557,5 тăваткал метрлă дачăпа усă курать.
Республика пуçлăхĕн мăшăрĕн Каринэ Хабирован 2019 çулхи тупăшĕ 905 пин тенкĕпе танлашнă. Унăн харпăрлăхĕнче 52,4 тăваткал метрлă тата 140,8 тăваткал метрлă хваттерсем шутланаççĕ.
Читайте нас: