Урал сасси
+14 °С
Облачно
Новости
24 Августа 2020, 14:00

Ял хуçалăх продукцине 84,3 млн долларлăх чикĕ леш енне ăсатнă

Пĕрремĕш çур çуллăхăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Пушкăртстан 84,3 млн доллара яхăн ял хуçалăх продукцине чикĕ леш енне кăларнă. Регионти Ял хуçалăх министерстви çак кăтарту иртнĕ çулхинчен икĕ хут ытларах пулнине пĕлтерет. Экспортăн ытларах пайне çу паракан продукци (31,6 млн доллар), сахăр (15,6 млн доллар), пучахлă ÿсен-тăрансем (12,5 млн доллар) йышăннă. Регионта сахăр кăшманне ытларах туса илнипе кăçал ăна чикĕ леш енне сакăр хут ытларах ăсатнă.

Республикăри ял хуçалăх продукцине экспорта кăлармалли план 115 млн долларпа танлашать. 2024 çулхи план – 230 млн доллар.
Раççейри агропромышленность комплексĕ пĕтĕмĕшле хăйĕн продукцине чикĕ леш енне 13 млрд долларлăх сутнă. Вăл 18% чылайрах (+ 2млрд доллар). Çулталăк планĕ 25 млрд долларпа танлашать.
Пирĕн çĕршывăн ял хуçалăх продукцине ытларах Китай çĕршывĕ туянать. РФ Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Китай Халăх Республики (КНР) Раççей продукцине 1,9 млрд доллара туяннă. Çак хисеп 2019 çулхи çур çуллăхпа танлаштарсан 35% чылайрах. Иккĕмĕш вырăнта Турци – 1,5 млрд доллар (+42%), виççĕмĕшĕнче Казахстан – 974 млн доллар (+20%).
Ял хуçалăх продукцине чикĕ леш енне кăларассипе пур ушкăнри таварсем те лайăх динамика кăтартнă. Питĕрех те ÿсен-тăран çăвĕсем, тĕш тырă, аш-какай тата сахăр.
Читайте нас