Пушкăртстанри Благовар районĕн Языково ялĕнче август уйăхĕн 27-мĕшĕнче хальхи вăхăтри культурăпа пĕлÿ центрĕ – çĕнĕ ăру библиотеки, уçăласси пирки Культура министерствинче пĕлтернĕ.
Библиотекăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă «Культура» наци проекчĕн витĕмĕпе çĕнетме пултарнă.
Кăçал модельлĕ библиотекăсене йĕркелемелли федераллă конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Благовар районĕн тĕп библиотеки çĕнтерÿçĕсен ушкăнне кĕнĕ. Вулавăш çурчĕпе кĕнеке фондне çĕнетме 15 млн тенкĕ уйăрнă.
Тĕплĕ юсав, çĕнетÿ (модернизаци) ĕçĕсене тунă хыççăн библиотекăн сăнĕ пĕтĕмпе улшăннă.
- Хальхи вулавăш - пĕтĕмпе çĕнĕ уçлăх. Кунта компьютерсем, хăвăрт та меллĕ интернет та пур. Электронлă наци библиотекине, Президент библиотекине, электронлă кĕнекесен Литрес библиотекине кĕме майсем пур. Кашниех хальхи вăхăтри Тăван çĕршывăн наука тата художество пĕлтерĕшлĕ информаци ресурсĕсемпе усă курма пултарать, – пĕлтернĕ Пушкăртстан Культура министерствин пресс-секретарĕ Олеся Мельникова. – Çав вăхăтрах çĕнĕ вулавăш йăлана кĕнĕ вулаканпа кĕнеке хутшăнăвĕ те.
Паянхи кун Языково ялĕнчи вулавăшăн кĕнеке фондне 6 пин çĕнĕ изданипе пуянлатнă. Çав шутра çивĕч те кирлĕ литература, вĕрентÿ тата наука кĕнекисем пур.
Языковăри библиотека çуртне çĕнетнĕ чух вăл ункайлă, пуриншĕн те ирĕк, хăтлă пулмаллине шута илнĕ.