Урал сасси
+24 °С
Дождь
Новости
25 Августа 2020, 12:45

«Çĕнтерÿ диктанчĕ» çывхарать

Пушкăртстанра пурăнакансем «Çĕнтерÿ диктанчĕ» акцие хутшăнма регистраци иртме пултараççĕ. Кăçал вăл сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче иртĕ. Ăна Асăнупа мухтав çулталăкне халалланă тĕп мероприятисен шутне кĕртнĕ.

Пушкăртстанра пурăнакансем «Çĕнтерÿ диктанчĕ» акцие хутшăнма регистраци иртме пултараççĕ. Кăçал вăл сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче иртĕ. Ăна Асăнупа мухтав çулталăкне халалланă тĕп мероприятисен шутне кĕртнĕ.
Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçал акци хăйĕн масштабĕпе тĕлĕнтерĕ. Йĕркелÿçĕсем «Çĕнтерÿ диктанчĕ» ирттерме 7500 яхăн лапам уçма палăртаççĕ. Вĕсем пилĕк пин ытла çын пурăнакан хуласемпе паççулккасенче пулĕç. Çавăн пекех Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейне халалланă акци 75 ют çĕршывра та иртĕ.
Йĕркелÿçĕсем‚ онлайн мелĕпе Тăван çĕршывăн аслă вăрçин историне мĕнле пĕлнине тĕрĕсленисемсĕр пуçне‚ акцие 500 пин çын хутшăнасса шанаççĕ. Танлаштарма: 2019 çулта пĕтĕмĕшле 1373 лапам уçнă‚ вĕсене 105 пин çын килнĕ. Тата 48 пинĕ онлайн мелĕпе тест иртнĕ.
Кăçал тест формачĕ улшăнĕ – 20 ыйту вырăнне 25 пулĕ. Пиллĕкĕшĕ территори уйрăмлăхĕпе – Раççей Федераци округĕпе е пĕр-пĕр çĕршывпа - çыхăннă.
Пушкăртстан Республикинчи «Истори астăвăмĕ» партпроектăн регион координаторĕ Эдуард Саитбаталов пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстанра «Çĕнтерÿ диктанчĕ» çырма 80 лапам йĕркелеççĕ.
- Саккăрĕшĕ - республика хулисенче‚ вун виççĕшĕ – Ĕпхÿре‚ ыттисем муниципаллă районсенче вырнаçĕç. Пирвайхи хут диктанта «Ĕпхÿ» халăхсен хушшинчи аэропортра тата Çар Мухтавĕн республика музейĕнче çырĕç. Çавăн пекех асăннă акци ахаль шкулсемпе аслă шкулсенче иртĕ‚ – тенĕ Эдуард Саитбаталов.
Диктанта хатĕрленес тесен диктантпобеды.рф проект сайтĕнче онлайн-тестсем иртме пулать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас