Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Августӑн 2020, 12:21

Президентăн тупăшĕ 9,726 млн тенкĕпе танлашнă

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн 2019 çулхи тупăшĕ 9 миллион та 726 пин те 595 тенкĕпе танлашнă. Вăтамран уйăхне 810 пин тенкĕ тухать. Патшалăх пуçлăхĕн тупăшĕсем, такакĕсем тата пурлăхĕ çинчен Кремль сайтĕнче пĕлме пулать.

Кăçал çĕршыв пуçлăхĕн ĕç укçи 2018 çулхипе танлаштарсан, пĕр миллион тенке ытларах. Иртнĕ çул вăл 8,65 млн тенкĕпе танлашнă. Президентăн чи пысăк тупăшĕ 2017 çулта пулнă, вăл 18,7 млн тенкĕпе танлашнă. Çак шута 15 сотка çĕр лаптăкĕ сутнă укçа та кĕнĕ.
Харпăрлăха кĕрекен пурлăх шучĕ вара улшăнман. Унта 77 тăваткал метрлă хваттер, 18 тăваткал метрлă гараж, икĕ раритетлă ГАЗ М21 «Волга», «Нива» внедорожник тата «Скиф» прицеп. Çавăн пекех президент 153,7 тăваткал метрлă хваттерпе тата 18 тăваткал метрлă гаражри вырăнпа усă курать. Асăннă объектсем Раççей территоринче вырнаçнă.
Читайте нас: