Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Августӑн 2020, 14:30

Сывлăх поезчĕсем ĕçлеме тытăннă

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#здравоохранениеПушкăртстанра сывлăх поезчĕсем хăйсен ĕçне пуçарса янă. Медицина ĕçченĕсем ултă направленипе - Ĕпхÿпе Дуван‚ Çтерлĕпе Белорецк районĕсенче тата Нефтекамскпа Октябрьски хулисенче - ĕçлĕç.

Пушкăртстанра сывлăх поезчĕсем хăйсен ĕçне пуçарса янă. Медицина ĕçченĕсем ултă направленипе - Ĕпхÿпе Дуван‚ Çтерлĕпе Белорецк районĕсенче тата Нефтекамскпа Октябрьски хулисенче - ĕçлĕç.
Акцие куçса çÿрекен сывлăх центрĕсемпе ФАПсем‚ флюорографипе маммографсем‚ Куватов ячĕллĕ РКБăн тата Республика кардиоцентрĕн диагностика центрĕсем‚ Республика стоматологи поликлиникин модулĕ хутшăннă.
«Бригадăсен йышĕнче терапевтсемпе хирургсем‚ акушер-гинекологсемпе онкологсем‚ кардиологсемпе офтальмологсем‚ урологсемпе неврологсем‚ стоматологсемпе эндокринологсем тата ача-пăча специалисчĕсем пулĕç. Çын кирек ăçта пурăнсан та - ялта-и‚ хулара-и – пахалăхлă медицина пулăшăвне тивĕç тесе тепĕр хут калатăп»‚ – çырнă Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн страницинче.
Сывлăх поезчĕсен графикĕ:
Ĕпхÿ маршручĕпе август уйăхĕн 24-28-мĕшĕсенче Архангельск районĕнче пулаççĕ; Дуван маршручĕпе - август уйăхĕн 24-мĕшĕ - сентябрь уйăхĕн 7-мĕшĕсенче Салават районĕнче; Нефтекамск маршручĕпе - август уйăхĕн 24-27-мĕшĕсенче Бирск районĕнче; Октябрьски маршручĕпе - август уйăхĕн 24-28-мĕшĕсенче Буздяк районĕнче; Çтерлĕ маршручĕпе - август уйăхĕн 24-28-мĕшĕсенче Авăркас районĕнче; Белорецк маршручĕпе – август уйăхĕн 24-мĕшĕ – сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕсенче Белорецк районĕнче.
Республика стоматологи поликлиникин тухтăрĕсем август уйăхĕнче Кушнаренко тата Хайбулла районĕсенче ĕçлĕç.
«Сывлăх поезчĕ» ĕçленĕ вăхăтра тухтăрсем Пушкăртстанра 78 пин çынна тĕрĕсленĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 14 туберкулезпа, 40 ытла онкологипе чирлекенсене шута илни, темиçе пин çынна «сахăр диабечĕ» диагнозпа учета тăратни паллă.150 çынна Ĕпхÿри кардиологи центрĕнче сипленме янă, Пушкăртстанра пурăнакан 300 ытла пациента Ĕпхури çÿллĕ шайри техникăпа тивĕçтернĕ пульницăсенче медицина пулăшăвĕ илме сĕннĕ.
Ирида НОВИКОВА.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#здравоохранение
Читайте нас: