Новости
26 Августа 2020, 08:50

Авăркас тăрăхĕнче соя ÿстереççĕ

«Салават» хресченпе фермер хуçалăхĕн çĕр ĕçченĕсем дефицитлă пăрçа йышши культурăна ÿстерме пуçланă.

«Салават» хресченпе фермер хуçалăхĕн çĕр ĕçченĕсем дефицитлă пăрçа йышши культурăна ÿстерме пуçланă.
Кăтаймас (Малый Нагадак) ялĕ çывăхĕнче хуçалăхăн 56 гектар çĕр лаптăкĕ сарăлса выртать. Унта симĕс кавирпе витĕннĕ уй-хир пур. Шăп та лăп çак хирте соя ÿсет.
- «Салават» КФХ асăннă пăрçа йышши культурăна районта чи пĕрремĕшĕ акаканни шутланать. Пĕрремĕш тухăçа сентябрь уйăхĕнче пуçтарса илме палăртатпăр. Унăн пĕр пайĕ - вăрлăха‚ тепри выльăх апачĕ тунă çĕре кайĕ. Сойăран шултра мăйракаллă выльăх валли протеинпа пуян та паха апат тăваççĕ. Çак апатран сĕт тата та тутлăрах‚ çуллăрах пулать‚ - каласа парать хуçалăхăн тĕп агрономĕ Константин Храмов.
Хуçалăхра пурĕ çичĕ комбайн. Вĕсенчен виççĕшне кăçал туяннă. Техника кунне 160 гектар çинчи тухăçа пухса илет. Вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ‚ пуçтарса кĕртмелли çĕрсем нумай та юлман. Районта çумăрсем уйăх çурă пулманнине пăхмасăр кĕрхи культурăсем тухăçпа савăнтарнă: вăтамран пĕр гектартан 50-шар центнер тулă‚ ыраш тата урпа тухнă. Çав вăхăтрах Новоершовская тулă сорчĕ пĕр гектартан 60 центнер панă.
Кăçал йĕтем çумĕнче тата МТМ территорийĕнче икшер çĕнĕ склад тунă. Хуçалăхри складсен калăпăшĕ 7 пин тонна ÿснĕ. Çакă хуçалăхăн тухăçлăхĕ ÿснине пĕлтерет. Апла пулсан «Салават» КФХна пысăк та çутă малашлăх кĕтет.
Данил АНДРЕЕВ.
Авăркас районĕ.
Читайте нас