Урал сасси
+19 °С
Ясно
Новости
26 Августа 2020, 08:05

Пушкăрт сода компанийĕ шантаж çулĕ çине тăнă

Иртнĕ эрне кун, август уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Пушкăртстан пуçлăхĕн администрацинче Радий Хабиров Куштау тăва хÿтĕлекенсемпе тĕл пулнă. Шăпах çак тĕлпулу вăхăтĕнче регион ертÿçи енчен те сентябрь уйăхĕн 4-мĕшĕччен Куштауна хÿтĕлекенсемпе Пушкăрт сода компанийĕ (ПСК) хушшинче килĕшÿ тупаймасан асăннă вырăна уйрăмах сыхламалли çутçанталăк территорийĕ шутне кĕртесси çинчен тата çак ыйтупа Мускав валли кирлĕ хутсем хатĕрленине пĕлтернĕ.

Иртнĕ эрне кун, август уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Пушкăртстан пуçлăхĕн администрацинче Радий Хабиров Куштау тăва хÿтĕлекенсемпе тĕл пулнă. Шăпах çак тĕлпулу вăхăтĕнче регион ертÿçи енчен те сентябрь уйăхĕн 4-мĕшĕччен Куштауна хÿтĕлекенсемпе Пушкăрт сода компанийĕ (ПСК) хушшинче килĕшÿ тупаймасан асăннă вырăна уйрăмах сыхламалли çутçанталăк территорийĕ шутне кĕртесси çинчен тата çак ыйтупа Мускав валли кирлĕ хутсем хатĕрленине пĕлтернĕ.
Хальхи вăхăтра Куштауна уйрăмах сыхламалли çутçанталăк территорине кĕртесси çинчен калакан документсем РФ Çутçанталăк тата экологи министерствине çитнĕ. Федераллă ведомствăра çак шухăшпа килĕшнине тата пулăшма хатĕррине пĕлтернĕ. Мускав малашне çак вырăнсем федераци шайĕнчи уйрăмах сыхламалли çутçанталăк территорийĕ пулма пултарассине те палăртнă.
Çав вăхăтрах «Пушкăрт сода компанийĕ» те парăнса каялла чакасшăн мар. Вăл производство калăпăшне пĕчĕклетме, ĕçлекенсен шутне сахаллатма тата кăçал Пушкăртстан правительствин социллă тĕллевлĕ программине пурнăçлама уйăракан фонда 600 млн тенкĕ тÿлемессине пĕлтернĕ.
- Пирĕн чĕр тавар икĕ çула юлнă. Çавăнпа инвестици программине кĕскетме тивет. Çавăн пекех производство калăпăшне те чакармалла пулать. Тавар туса кăларасси чакрĕ пулсан ĕç вырăнĕсене те сахаллатма тивет, - тенĕ сода компанийĕн представителĕ.
Вăлах «социалка» валли уйăракан укçа-тенкĕ виçи те кăçал палăртнинчен сахалрах пулассине систернĕ.
- «Чĕр тавар компанийĕ» («Сырьевая компания») АО Социаллă тĕллевлĕ программа фончĕ валли çулталăкра уйăракан укçа 700 млн тенкĕпе танлашать. Кăçал 100 млн тенкĕ тÿленĕ тата 600 млн тенкĕ юлнă. Ку вăл Куштаупа тунă килĕшÿпе (сделка) çыхăннă. Çавăнпа та директорсен канашĕ хушма тÿлев тăвасси çинчен нимĕнле йышăну та туман. Фонда укçа хывасси пулмасса та пултарать, - тенĕ çак çынах.
Пушкăртстан Республикин промышленность министрĕ Александр Шельдяев çак пулăма «Пушкăртстан сода компанийĕ» правительствăна шантаж тунипе танлаштарать.
- ПСК ĕçлекенсен шутне чакарасси пирки уççăн калаçа пуçларĕ. Çавăн пекех хăй сăмах панине (Пушкăртстан «социалкине» 600 млн тенкĕ тÿлемеллине) пурнăçлама хирĕç пулнине те пĕлтерет. Ман шутпа, ку вăл правительствăна хăратса шантаж туни тата компани енчен явапсăрлăха кăтартни пулать. Пирĕн ПСКан чĕр тавар ыйтăвне татса памалли майсем пур, альтернативлă чĕр тавар вырнаçнă çăлкуçсем те çителĕклĕ. Çавăнпа та эпир компанине лăпланма, шантаж тума чарăнма ыйтатпăр. Пирĕн шутпа ПСК ĕç вырăнĕсене кĕскетмесĕрех, тухăçлă ĕçлеме пултарать. Кунта пĕр япала пур - акционерсем хăйсен тупăшне никампа та пайласшăн мар. Эпир ПСКан тăкакĕсене пăхса тухса анализ турăмăр. Пĕтĕмлетÿ ĕç профилĕпе çыхăнман тăкаксене кăтартса пачĕ. Сăмахран, Мускаври Полянка урамĕнче «Башхим» офисне тытса тăма ПСК çулталăкне 1,5 млрд тенкĕ тăкаклать, - тенĕ Пушкăртстан промышленность министрĕ Александр Шельдяев.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас