Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Августӑн 2020, 13:40

Минтимер Шаймиева халалласа бюст уçнă тата парк йĕркеленĕ

Август уйăхĕн 26-мĕшĕнче Актаныш районĕнчи Аняково ялĕнче Тутарстанăн пĕрремĕш президентне‚ Раççей Федерацийĕн Ĕç Геройне Минтимер Шаймиева халалланă бронза бюста уçассипе çыхăннă чаплă церемони иртнĕ. Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн Герой тата Ĕç Геройĕ ята тивĕçнисене вĕсен тăван кĕтесĕнче бронза бюстсем уçаççĕ.

Август уйăхĕн 26-мĕшĕнче Актаныш районĕнчи Аняково ялĕнче Тутарстанăн пĕрремĕш президентне‚ Раççей Федерацийĕн Ĕç Геройне Минтимер Шаймиева халалланă бронза бюста уçассипе çыхăннă чаплă церемони иртнĕ. Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн Герой тата Ĕç Геройĕ ята тивĕçнисене вĕсен тăван кĕтесĕнче бронза бюстсем уçаççĕ.
Чаплă церемони умĕн хисеплĕ хăнасем ял масарне çитсе Минтимер Шаймиев ашшĕ-амăшне аса илсе чыс тунă. Унтан Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов тата Минтимер Шаймиев Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ паллă тутар поэчĕн Нур Баянăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă.
Рустам Минниханов бюста уçни Тутарстан Республики йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнипе тÿр килнине палăртса хăварнă.
- Çакă тутар тата нумай нациллĕ республика историйĕн шăпипе çыхăннă самантсенчен пĕри шутланать. Вăл паянхи Тутарстан çирĕпленнине пĕлтерет. Пирĕн хисеплĕ Минтимер Шарипович унта чылай чаплă страница кĕртнĕ. Ăна‚ ыттисенчен‚ умри тĕллеве пурнăçа кĕртме пĕлни‚ стратегилле шухăшлани‚ чи кирли – тăван çĕре чунтан юратни уйăрса тăрать. Çак вăхăт хушшинче Тутарстан пĕр вырăнта тăман‚ шав малалла аталаннă‚ - тенĕ ТР президенчĕ.
Юлашкинчен Рустам Минниханов Тутарстан çыннисен ятĕнчен Митимер Шаймиева тухăçлă ĕçшĕн тав тунă‚ сывлăхпа ырлăх суннă:
- Минтимер Шарипович - пирĕн вĕрентекен тата наставник. Эпир унăн ырă тĕслĕхне курса çитĕннĕ. Çакăншăн ăна чунтан тав тăватпăр.
Минтимер Шаймиев хăйĕн сăмахĕнче унăн ĕçĕ-хĕлне пысăк хак панăшăн тав тунă. Вăл паянхи пулăм Тутарстан çыннисем тăрăшса ĕçленин тухăçĕ тесе палăртнă. Республикăн пысăк çитĕнĕвĕсене вырăнти туслă та ĕçчен халăх пулăшнипе тунă тенĕ Тутарстанăн пĕрремĕш президенчĕ.
Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Ĕç Геройĕ унăн ĕçĕ-хĕлне çирĕп пулăшу панă‚ тăван çĕре чапа кăларнă паллă ентешсене асра тытакан пĕр ял çыннисене те тав тунă.
- Бюст çумĕнче илемлĕ парк йĕркеленĕ. Ăна упрама тăрăшмалла. Унпа шкулсем тата пултарулăх организацийĕсем ирттерекен пысăк та усăллă мероприятисем валли усă курмалла. Çак пархатарлă ĕçе хутшăнакансене пысăк тав‚ - тенĕ Минтимер Шаймиев.
Бюст çумĕнче «Бабайда кунакта» («Асатте патĕнче хăнара») çĕнĕ парк уçнă. Кану вырăнĕ икĕ яла – Аняковăпа Поисеево - пĕрлештернĕ. Малашне вырăнти халăхăн пĕвепе юнашар кану вырăнĕ пулĕ. Çыран хĕрринче çуран çÿрекенсем валли пур условисем те йĕркеленĕ: тротуарсем хывнă‚ ача-пăча зонисем тунă‚ спорт лапамĕпе фонтан вырнаçтарнă. Унсăр пуçне паркра Минтимер Шаймиев пурнăçне сăнлакан арт-объектсемпе интерактивлă зонăсем те пур.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: