Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Августӑн 2020, 18:40

Республикăра çĕнĕ стипенди пама йышăннă

2020/2021 вĕренÿ çулĕнчен пуçласа вĕренÿре, пултарулăх тата спорт ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнÿсем тунă 100 пултаруллă шкул ачи республика пуçлăхĕн уйăхсерен парăнакан премине тивĕçĕ. Стипенди виçĕ пин тенкĕ пулĕ. Асăннă документа республикăри право информацийĕн порталĕнче пичетленĕ.

Стипенди илме тивĕçлисене балл системипе суйласа илĕç. Пур предметпа та пиллĕк паллă пулсан, 2 балл парĕç. Раççей шайĕнчи мероприятисенче çĕнтернĕшĕн - 3 балл, лайăх характеристикăшăн – 1 балл. Вун икĕ балран кая мар пуçтарнисем конкурс суйлавĕ витĕр иртсе стипендие илме тивĕçлĕ кандидатсем шутне кĕрĕç. Ун хыççăн хушматсемлĕ списока республикăри профильлĕ министерствăсене ярса парĕç.
Надежда РОДИОНОВА
Читайте нас: