Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Августӑн 2020, 11:20

Владимир Путин Пушкăрт сода компанин харпăрлăхĕпе çыхăннă ыйтăва тĕрĕслеме хушнă

Раççей Президенчĕ Пушкăрт сода компанийĕпе (ПСК) çыхăннă лару-тăрупа паллашнă хыççăн хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ. «Компанин ытларах акци пайĕсем уйрăм çынсен аллинче. Вĕсем предприяти аталаннă çĕре инвестици уйăрмаççĕ, регион та тивĕçлĕ тупăш илеймест,»- тенĕ вăл правительствăн канашлăвĕнче. Патшалăх пуçлăхĕ ПСК 45 млрд тенкĕ тупăш илсе 2,5 млрд тенкĕ çеç инвестици хывнине палăртнă. Региота укçа-тенкĕ юлмасть, унăн ытларах пайĕ офшорта (ют çĕршывсенче).

- Чăн малтан çынсем, ĕç вырăнĕсем тата социаллă сфера çинчен шухăшламалла, тивĕçсем çинчен манса укçана тĕрĕслемесĕр ют çĕршывсене ăсатни вăл хурлăхлă истори,- тенĕ Раççей президенчĕ.
Çĕршыв пуçлăхĕ правительствăна тата регионти ертÿçĕсене лару-тăрăва тĕплĕн тĕпчеме, ун хыççăн ыйтăва татса пама сĕнÿ хатĕрлеме хушнă. Вăл çавăн пекех прокуратурăна патшалăх мĕнле майпа тĕрĕслев акцисене çухатнине тĕрĕслеме хушу панă.
- 2013 çул пуçламăшĕнче хай хальлĕн тĕлĕнмеле лару-тăрура, темиçе предприятине пĕрлештернипе, патшалăхăн пайĕ чакать те унăн тĕрĕслес функцийĕ пĕчĕкленет. Патшалăх акцийĕсем 68 % пулнă, темле майпа 38 % тăрса юлнă. Çапла майпа предприятин экономикăри приоритетсем те улшăннă,- палăртнă Владимир Путин. - Ман шутпа, çак çитменлĕхсене вырăнта курса, çынсен шанманлăх туйăмĕ çурални питĕ те вырăнлă пулăм темелле.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: