Урал сасси
+13 °С
Ясно
Новости
28 Августа 2020, 07:15

Пĕлÿ кунĕнче алкоголь продукцийĕ сутмĕç

Пушкăртстанри суту-илÿ комитетĕнче сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче алкоголь продукцийĕ сутмасси çинчен пĕлтернĕ. Асăннă мерăна Пĕлÿ кунне халалланă мероприятисем вăхăтĕнче йĕркене пăсакансем пуласран асăрханса йышăннă.

Аса илтеретпĕр, сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕсĕр пуçне республикăра алкоголь шĕвекĕсене Çĕнĕ çул каникулĕн хăш-пĕр кунĕсенче, Çамрăксен кунĕнче, юлашки шăнкăрав кунĕнче, сабантуй вăхăтĕнче сутма чарнă. Сухапуç уявĕ тĕрлĕ районта тĕрлĕ вăхăтра иртет. Çавăнпа та алкоголь продукцине хăш кун сутма чарассине кашни районта уйрăм палăртаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас