Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Августӑн 2020, 16:25

38 çуран çÿрекенĕн пурнăçĕ татăлнă

Пушкăртстанра çулталăк пуçланнăранпа çулсем çинче 38 çуран çÿрекен вилнĕ. Пурĕ çынсем çине транспорт техники пырса кĕнĕ 180 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенче 154 çын суранланнă тесе пĕлтерет ПР Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕ.

Мĕнпур пăтăрмах талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче пулса иртнĕ. Çавăн пекех инкере вилнĕ çынсен пĕрин те хăйсем çинче çутă йăлтăртатакан, водителе çул çинче çуран çÿрекен çын пуррине асăрхаттаракан паллă пулман.
Çуран çÿрекенсене пурне те çутăпа йăлтăртатакан ятарлă хатĕрпе усă курма ыйтатпăр. Вăл çыннăн кĕлеткине, пĕчĕк ача урапине тата велосипеда аякранах (300-400 метртан) курма май парать. Çакă водителе транспортăн хăвăртлăхне вăхăтлă пĕчĕклетме тата автомобиле чарма пулăшать.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: