Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Августӑн 2020, 16:10

Тим юхан шывăн çулне 35 çухрăм тасатĕç

Тим (Дема) юхан шывăн çулне тасатма федераллă бюджетран 246 млн тенкĕ укçа уйăрма палăртнă. ПР Çутçанталăк тата экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçал тата çитес çул çак ĕçе тума проектпа тĕпчев ĕçĕсем туса ирттермелле, 2022 çулта хут çинче палăртнине пурнăçа кĕртме пуçлĕç. 2024 çул тĕлне пĕтĕмешле ĕçе вĕçлемелле. Çакă республикăри 5,7 пин çыннăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшмалла.

Тим (Дема) юхан шывăн çулне тасатма федераллă бюджетран 246 млн тенкĕ укçа уйăрма палăртнă. ПР Çутçанталăк тата экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçал тата çитес çул çак ĕçе тума проектпа тĕпчев ĕçĕсем туса ирттермелле, 2022 çулта хут çинче палăртнине пурнăçа кĕртме пуçлĕç. 2024 çул тĕлне пĕтĕмĕшле ĕçе вĕçлемелле. Çакă республикăри 5,7 пин çыннăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшмалла.
Шыв çулне тасатасси юхан шыв юшкăнпа тата хăйăрпа тулнипе çыхăннă. Çавна пула унăн юхăмĕ кирлĕ шайра мар, çурхи ейÿ тата вăрах вăхăт çумăр çунă чухне шыв çырансенчен тухса лаптăксене путарать, темиçе çухрăма сарăлать. Паллах, çак пулăм таврара пурăнакансене инкек кÿрет. Тăкакĕсем те сахал мар, çĕршер млн тенке çитеççĕ.
Маларах Берсувань юхан шывне тасатасси çинчен пĕлтернĕччĕ. Кунта шыв сарăлса чылай чухне Зубово тата Чесноковка поселокĕсенче пурăнакансене нушалантарнă. 2018 çулхи апрель уйăхĕнче çурхи ейÿ 73 çурта (вĕсенче 227 çын пурăннă) шыв айне тунă. Унсăр пуçне электричество линийĕсене, газ пăрăхĕсене тата вырăнти автоçулсене сиен кÿнĕ. Çакăн пек лару-тăрура çынсене эвакуацилеме тÿр килнĕ.
Çавăн пекех Мияки районĕнчи Менеузтамак ялĕ çывăхĕнчи Менеуз, Баймак районĕнчи Таналык юхан шывĕсен çулне тата пĕвене тасатасси пирки те проект туса хатĕрлеме палăртаççĕ. Кунта та çурхи шыв чылай инкек кăтартнă. 2012 çулта ейÿ 78 çурта путарнă, электричество линине, газ пăрăхĕсене, икĕ трансформатор подстанцине, сĕтпе çу фермине шыв айне тунă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: