Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Августӑн 2020, 17:10

Çул çинче 62-ри арçын вилнĕ

Пушкăртстанра çул çинчи аварие пула 62 çулхи арçыннăн пурнăçĕ татăлнă. Инкек Бурай районĕнчи Бурай - Тангатаровă автоçулăн 5-мĕш çухрăмĕнче каç пулас умĕн пулса иртнĕ. Малтанхи верси тăрăх, «Kia Rio» автомобиль водителĕ малта пыракан машинăран иртсе кайма шут тытнă пулмалла. Çав вăхăтра вăл хурçă ута кирлĕ пек тытса пырайман, автомобиль кювета анса кайнă та çаврăнса ÿкнĕ.

- Çавна пула арçыннăн чĕри вырăнтах тапма чарăннă. Тĕпчев тата тĕрĕслев ĕçĕсем пыраççĕ,- тесе пĕлтернĕ ПР ÇÇХПИ (Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕ) пулса иртнине кĕскен ăнлатарса панă май.
Иртнĕ талăкра республикăри çулсем çинче 17 авари пулнине шута илнĕ. Вĕсенче пĕр çын вилнĕ, вун тăххăрăшĕ суранланнă. Çавăн пекех ÇÇХПИ ĕçченĕсем 2500 ытла çул-йĕр правилисене пăснине çирĕплетекен протокол çырнă, 87 ĕçкĕпе руль умне ларнă çынна тытса чарнă.
Юрий СНЕГОПАД
Читайте нас: