Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
31 Августӑн 2020, 17:15

Çичĕ пин тăлăха пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермелле

Пушкăртстанра çурт-йĕр черетĕнче 7 пин тăлăх ача (18 çултан 23-е çитиччен -3,7 пин, 23 çултан аслăраххисем – 900 çын) тăни çинчен Пушкăртстанри çемье, ĕç тата социаллă хÿтĕлев министрĕ Ленара Иванова пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра çурт-йĕр черетĕнче 7 пин тăлăх ача (18 çултан 23-е çитиччен -3,7 пин, 23 çултан аслăраххисем – 900 çын) тăни çинчен Пушкăртстанри çемье, ĕç тата социаллă хÿтĕлев министрĕ Ленара Иванова пĕлтернĕ. Раççейри следстви комитечĕ çирĕплетнĕ тăрăх, регионта çулталăк ытла 1,5 пин тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтермелли суд йышăнăвне пурнăçа кĕртеймеççĕ. Пĕтĕмпе илсен вĕсен шучĕ тата та ытларах.
ПР Финанс министерствинче тата Строительствăпа архитектура патшалăх комитетĕнче çакă бюджетра укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнипе çыхăннă тесе ăнлантарнă. 2020 çулта Пушкăртстан федераллă хыснаран 152 çын валли укçа илнĕ. Çак ĕç валли республика çулсерен 700 млн тенкĕ уйăрать. Кашни çулах патшалăх федераллă укçа-тенке индексацилет, анчах та çакă çурт-йĕр черетĕнче тăракансен нушисене татса параймасть тата пурăнмалли вырăнăн тăваткал метр хакĕ хăвăрт ÿснипе тăкаксене саплаштараймасть.
Читайте нас: