Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
31 Августӑн 2020, 17:12

Завод 500 тонна чĕр тавара ĕçе кĕртме палăртать

«Раевсахар» завод çак сезонра 500 тонна чĕр тавара ĕçе кĕртме палăртни çинчен предприяти ĕç хатĕрлĕхне тĕрĕслекен хаклав комиссийĕ пĕлтернĕ. Сентябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче предприяти ĕçе пуçласшăн. Çав вăхăта сахăр кăшманĕн пĕрремĕш партийĕ килсе çитмелле.

Туса илекен сахăр калăпашĕ пылак тымарсен сахăрлăхĕнчен килет. Хальлĕхе ун çинчен даннăйсем пулман-ха. Иртнĕ çул завод Пушкăртстанри пĕтĕм сахăрăн çуррине – 100 пин тонна – туса илнĕ. Сахăр кăшманĕ 2019 çулта пысăк тухăçлă (47,7 пин гектартан 1,74 млн тонна пылак тымар пухнă, вăтам тухăç гектартан 364 центнерпа танлашнă) пулнă. Çавна пула сахăрăн туяну хакĕ йÿнелнĕ. Тавар туса кăларакансене чикĕ леш енне 41 пин тонна ытла (2019 çулхинчен 8 хут ытларах) продукцие сутни çеç çăлса хăварнă.
«Раевсахар» ООО, «Карламанский продукт» ООО тата ытти предприятисем «Пушкăртстанри сахăр компанине» кĕреççĕ. Асăннă предприятисем 2020 çулхи çулларан «Стар Нафта» ертсе пыракан компанин харпăрлăхĕ шутланаççĕ. Унăн ертÿçи – Мансур Латыпов предприниматель.
Читайте нас: