Новости
1 Сентябрӗн 2020, 11:40

Ĕпхÿре терроризма хирĕç кĕрешмелли мелсене сÿтсе явĕç

Ĕпхÿ хулинче Терроризмпа кĕрешмелли пĕр шухăшлă кунра «Хальхи обществăри экстремизмпа терроризм: унăн паллисем тата кĕрешмелли мелĕсем» ятпа çавра сĕтел йĕркелеме палăртаççĕ. Мероприяти ПР Культура министерствин Çар мухтавĕ музейĕнче (Комаров урамĕ, 7) сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче 11.00 сехетре иртĕ. Унта интернетăн телекоммуникаци сечĕ урлă дистанцилле хутшăнмалли мелсем те пулĕç.

Çавра сĕтеле наукăпа эксперт пĕрлĕхĕсен, обществăлла организацисен, патшалăх çыннисем тата йĕрке хуралçисем хутшăнĕç. Унта «терроризм» тата «экстремизм» ăнлавсен теорипе право пĕлтерĕшĕсем, экстремизмпа терроризмăн çĕнĕ формисене тупса палăртасси, терроризмпа экстремизм идеологине хирĕç интернет сетĕнче кĕрешесси, çамрăксем хушшинче экстремизмпа терроризм паллисене тупса профилактика ирттересси, хальхи тĕнчери тата Раççейри тĕнпе çыхăннă экстремизмпа терроризм хăрушлăхĕ ыйтусене сÿтсе явĕç. Экстремизмпа тата терроризмпа кĕрешмелли хамăр регионти тата Тĕп Ази çĕршывĕсенчи опыта пăхса тухма палăртаççĕ.
Çавра сĕтел хыççăн Бесланта вилнисене асăнса «Вилĕмсĕр тăрнасем» («Бессмертные журавлики») акци иртĕ.
Мероприятие ПР Ведомствăсен хушшинчи обществăлла хăрушсăрлăх канашĕ, ПР Культура министерстви, ПР Культура министерствин гуманитари тĕпчевĕсен центрĕ тата Çар мухтавĕн музейĕ йĕркелеççĕ.
Форума хутшăнас текенсем 8 905 353 05 87 телефонпа е fmd@mail.ru электронлă почта урлă çыхăнма пултараççĕ.
Читайте нас