Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Сентябрӗн 2020, 17:25

ППМУри COVID-госпитале хупма хатĕрленеççĕ

Ĕпхÿре Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ COVID-госпитале хупма палăртаççĕ. Унта кăшăлвирус инфекцийĕпе чирлекен пациентсене август уйăхĕн 28-мĕшĕнчен йышăнма пăрахнă.

Ĕпхÿре Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ COVID-госпитале хупма палăртаççĕ. Унта кăшăлвирус инфекцийĕпе чирлекен пациентсене август уйăхĕн 28-мĕшĕнчен йышăнма пăрахнă.
«Башкортостан» ПТРК пĕлтернĕ тăрăх‚ COVID-госпитальте чирлекенсен шучĕ сахалланипе хупаççĕ имĕш. Учреждени пĕчĕккĕн малтанхи йĕркепех ĕçлеме тытăнĕ.
Маларах ППМУ медицинăпа профилактика‚ сиплев тата педиатри факультечĕсенче вĕренекен аслă курс студенчĕсем‚ çавăн пекех 50 ординатор шкулсене каяссине пĕлтернĕччĕ. Студентсем медицина инспекторĕсем пулнă май‚ шкулсенче кăшăлвирус пандемийĕ сарăлассине чарма пулăшĕç. Вĕсен тĕллевĕ – шкулсенчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсен хушшинче инфекци чирĕсем‚ çав шутра кăшăлвирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхатарасси‚ вĕрентÿ учрежденийĕсенче профилактика мерисене пăхăннине тимлесе тăрасси.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: