Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Сентябрӗн 2020, 17:20

Шкул ачисемпе студентсен тата вĕрентекенсен шучĕ паллă

Иртнĕ вĕрентÿ çулĕнче 4 миллион ытла халăх пурăнакан Пушкăртстанра 1318 шкул ĕçленĕ. Вĕсенче 488‚3 пин шкул ачи ăс пухнă (1320-шĕ 9 уйрăм шкулта пĕлÿ илнĕ).

Иртнĕ вĕрентÿ çулĕнче 4 миллион ытла халăх пурăнакан Пушкăртстанра 1318 шкул ĕçленĕ. Вĕсенче 488‚3 пин шкул ачи ăс пухнă (1320-шĕ 9 уйрăм шкулта пĕлÿ илнĕ).
96 ятарлă вăтам пĕлÿ паракан учрежденисенче 78‚3 пин студент - пулас специалистсем (вĕсенчен 4‚9 пинĕшĕ 7 уйрăм заведенинче вĕреннĕ)‚ 25‚9 пин вĕренекен - пулас рабочисем - ăс пухнă.
Пушкăртстанри 10 аслă шкулта (2-шĕ патшалăх тытăмне кĕмеççĕ) тата 12 филиалта 97‚2 пин студент вĕреннĕ (92‚7 пинĕ – патшалăх шкулĕсенче).
Вĕрентÿ сферинче 115 пин çын (республикăри ĕçлекен çынсен 11%) вăй хурать. Вĕсен шутĕнче - 33‚9 пин шкул учителĕ‚ 4‚6 пин ятарлă вăтам пĕлÿ паракан учреждени тата 4‚9 пин аслă шкул вĕрентекенĕ.
Çавăн пекех регионта 215 хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ организацийĕ ĕçлет. Вĕсене 285‚8 пин ача çÿрет. Çав шутра 48‚7 пинĕ юрă-кĕвĕпе ÿнер шкулĕсенче вĕренет тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри статистика управленийĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: