Новости
1 Сентября 2020, 11:45

Виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă

Пушкăртстанри Кигин районĕнче август уйăхĕн 31-мĕшĕнче каçхи вунă сехет тĕлнелле çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ.

Пушкăртстанри Кигин районĕнче август уйăхĕн 31-мĕшĕнче каçхи вунă сехет тĕлнелле çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ. Çÿлти Киги ялĕн Ленин урамĕнче Lada Priora рулĕ умĕнче ларакан вырăнти 23 çулхи арçын йывăçа пырса çапăннă.
- Аварие пула водитель тата икĕ пассажир васкавлă пулăшу киличченех вилнĕ. Инкек пулса иртнĕ вырăнта полици тата ытти службăсем ĕçлеççĕ. Пассажирсем камсем пулнине тĕпчеççĕ, - пĕлтернĕ ГИБДД пресс-службинче.
Читайте нас