Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Сентябрӗн 2020, 16:40

Зианчура районĕнчи çул-йĕр инкекĕ

Зианчура районĕнче çĕрле Магнитогорск-Ира автомобиль çулĕн 271-мĕш çухрăмĕнче вилĕмпе çыхăннă çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ.

Зианчура районĕнче çĕрле Магнитогорск-Ира автомобиль çулĕн 271-мĕш çухрăмĕнче вилĕмпе çыхăннă çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ. Çак тăрăхра пурăнакан 33 çулхи Nissan Teana рулĕ умĕнчи арçын çул айккине анса кайнă, ун хыççăн çаврăнса ÿкнĕ. Çак инкеке пула унăн вырăнтах чĕри тапма чарăннă.
Иртнĕ талăк хушшинче республика çулĕсем çинче 10 автомобиль инкекĕ пулса иртнĕ. Вĕсенче 4 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, тăххăрăшĕ суранланнă.
Читайте нас: