Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Сентябрӗн 2020, 13:49

2 370 единица техника туяннă

2020 çул пуçланнăранпа республикăри аграрисем 7‚1 млрд тенкĕлĕх 2 370 единица ял хуçалăх техникипе хатĕр-хĕтĕр туяннă.

2020 çул пуçланнăранпа республикăри аграрисем 7‚1 млрд тенкĕлĕх 2 370 единица ял хуçалăх техникипе хатĕр-хĕтĕр туяннă. Иртнĕ çулхипе (4‚5 млрд тенкĕ) танлаштарсан‚ çак кăтарту самаях пысăк. Авăркаспа Илиш‚ Чекмагушпа Мелеуз районĕсенче 318-924 млн тенкĕлĕх туянусем тунă.
- Аграрисем 385 йывăр класлă трактор‚ 275 тырă пухмалли комбайн‚ 500 ытла единица тăпра кăпкалатакан тата ака-суха тăвакан машина тата ытти техника туяннă‚ - тенĕ Правительство вице-премьерĕ Ильшат Фазрахманов правительствăра иртнĕ оперативлă канашлура.
Вăл палăртнă тăрăх‚ республика аграрийĕсем ял хуçалăх техникине Росагролизингăн çăмăллăх программипе усă курса туянаççĕ. Ун урлă техника туянма тунă килĕшÿсен калăпăшĕ 1‚7 млрд тенкĕпе танлашать. Паянхи кун тĕлне 1‚3 млрд тенкĕлĕх техника килсе çитнĕ‚ пурĕ 3‚5 млрд тенкĕлĕх заявка панă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: