Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Сентябрӗн 2020, 19:05

Куштау малашне уйрăмах сыхламалли çут çанталăк территорийĕ пулĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Ишимбай районĕнчи Куштау тăвĕсене уйрăмах сыхламалли çут çанталăк территорине (особо охраняемая природная территория) кĕртни çинчен калакан правительство постановленине алă пусса çирĕплетнĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Ишимбай районĕнчи Куштау тăвĕсене уйрăмах сыхламалли çутçанталăк территорине (особо охраняемая природная территория) кĕртни çинчен калакан правительство постановленине алă пусса çирĕплетнĕ. Малашне вăл «Куштау тăвĕ» ятпа республика пĕлтерĕшлĕ тĕкĕнме юраман лапам шутланĕ. Çакăн çинчен Рф Обществăлла палатăн çавра сĕтел ларăвĕнче палата пайташĕ Ростислав Мурзагулов пĕлтернĕ. Документра уйрăмах сыхламалли çутçанталăк территорин чиккисене кăтартнă тата уйрăмах сыхламалли йĕркене палăртнă.
Пушкăртстаншăн пĕлтерĕшлĕ постановленине паян, август уйăхĕн 2-мĕшĕнче, ирхине çирĕплетнĕ. Апла пулин те РФ Çутçанталăк министерстви паянах çак йышăнупа килĕшнине пĕлтернĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: