Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Сентябрӗн 2020, 15:00

Наци тумĕн кунĕ

Сентябрь уйăхĕн 11 мĕшĕнче Пушкăртстанри халăхсен Наци тумĕн кунĕ иртĕ. - Уявсене, патшалăх политикин витĕмĕпе, республикăра пурăнакан халăхсен культура эткерлĕхне упраса хăварас тĕллевпе йĕркелĕç, - тенĕ ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ Фанур Ягафаров.

Çавăн пекех вăл малашне чиновниксем хăйсен ĕçĕсем çинчен оперативлă канашлусенче вырăсла çеç мар, пушкăрт чĕлхипе те, синхрон куçарăвĕпе усă курса, хыпарласси çинчен пĕлтернĕ. Çак ĕçе влаçсем 4 уйăх хушши пурнăçланă. Паянхи куна «чĕлхе политикин» программи техника енчен хатĕр.
Фанур Ягафаров кăшăлвирус сарăлассине шута илсе Наци тумĕ кунĕпе çыхăннă мероприятисен пĕр пайĕ онлайн-режимпа иртесси çинчен те асăрхаттарнă. Пушкăртстан Культура министерстви сентябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче социаллă сетьсенче #МиллиКостюм тата #МойНациональныйКостюм хэштегсемпе акци йĕркелет. Хутшăнас текенсем наци тумĕ тăхăннă сăн ÿкерчĕксене социаллă сетьсенче асăннă хэштегсемпе вырнаçтарма пултараççĕ. Кăсăк та тарăн шухăшлă сăнсене 2021 çулхи фотокалендаре вырнаçтарĕç.
Астутарасшăн, Пушкăртстанра Наци костюмĕн кунне уявлама иртнĕ çул вĕçĕнче йышăну тунă. Ăна çулталăкне икĕ хутчен - сентябрь уйăхĕн иккĕмĕш эрне кунĕнче тата апрель уйăхĕн виççĕмĕш эрне кунĕнче – уявлаççĕ.
Читайте нас: