Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Сентябрӗн 2020, 15:00

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшма 418,4 млн тенкĕ уйăрнă

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма регион бюджетĕнче 334 млн тенкĕ, муниципалитетсенче 84,4 млн тенкĕ резерв шайĕнче пулăшу уйăрма палăртнă. Усламçăсене пулăшмалли мелсем çинчен Пушкăртстан правительствин президиум ларăвĕнче ыйту çĕкленĕ.

Нумай профильле субсидисене çемье, социаллă бизнес валли, арендăпа коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлеме, çĕнĕ пысăк мар компанисене уçма уйăраççĕ.
Инвестици субсидийĕсене хатĕр-хĕтĕр туянма, лизинг тăкакĕсене, кредитсен процент ставкисене саплаштарма параççĕ.
IT-субсидисене тавара ыйтакан патне çитернĕшĕн тÿлеме, продукципе çăмăллăхсене интернетри суту-илĕве кăларма, хушма пĕлÿ сферинче цифра приложенийĕсене аталантарма, интернет-суту-илÿ, онлайн-йăпану тата обществăлла апатлану валли уйăраççĕ.
Инфраструктура проекчĕсем валли уйăрнă субсидисемпе офис, йăла ыйтăвĕсемпе, ал ĕç ăсталăхĕпе, туризмпа çыхăннă центрсем уçма пулать.
Читайте нас: