Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Сентябрӗн 2020, 13:41

Ăшăтмалли сезон валли 5,38 млрд тенкĕ уйăрнă

Республика бюджетĕнчен ăшăтмалли сезона хатĕрленме 5,38 млрд тенкĕ уйăрнă. Регионти 1,5 пин котельнăя, 4 пин çухрăм ăшă сечĕсене, 517 централизациленĕ ăшă пункчĕсене хатĕрлесе çитернĕ.

Республика бюджетĕнчен ăшăтмалли сезона хатĕрленме 5,38 млрд тенкĕ уйăрнă. Регионти 1,5 пин котельнăя, 4 пин çухрăм ăшă сечĕсене, 517 централизациленĕ ăшă пункчĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Кăçал 228 çухрăм шыв тата 140 çухрăм ăшă пăрăхĕсене улăштарнă. Çак информацие Пушкăртстан правительствин вице-премьерĕ - çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Борис Беляев пĕлтернĕ. Вăл отрасль объекчĕсем 98 процент хатĕррине палăртнă.
Сентябрь уйăхĕн 10-мĕшĕччен ăшăтмалли системăна хими хутăшĕсенчен тасатнă шывпа тултармалла, сывлăш пăккисене пăрахăçламалла. Сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне, урамри температура 5 кун хушши +8 градусран кая пулсан, ăшă пама хатĕр пулмалла.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: