Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Сентябрӗн 2020, 17:40

Вĕрентÿ учрежденисенче контейнерсем пулĕç

Пушкăртстанри вĕрентÿ учрежденисенче йăлари хытă каяшсене уйрăм пухма контейнерсем вырнаçтараççĕ. Çак хыпара ПР Экологи министерствин пресс-службине республикăри Ача-пăча экологипе биологи центрĕн директорĕ Екатерина Кошелева пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри вĕрентÿ учрежденисенче йăлари хытă каяшсене уйрăм пухма контейнерсем вырнаçтараççĕ. Çак хыпара ПР Экологи министерствин пресс-службине республикăри Ача-пăча экологипе биологи центрĕн директорĕ Екатерина Кошелева пĕлтернĕ.
Унăн сăмахĕсем тăрăх‚ 150 учрежденине хут‚ пластик тата ытти каяшсене уйрăм пухма 200 комплект контейнерпа тивĕçтернĕ. Планпа килĕшÿллĕн сентябрь уйăхĕн вĕçĕччен республикăн çурçĕр-хĕвел анăç тата çурçĕр-хĕвел тухăç енче вырнаçнă хуласемпе район центрĕсенчи 250 шкула 599 комплект контейнер уйăрса парĕç. Паянхи кун тĕлне Абзелилпа Элшей‚ Авăркаспа Баймак‚ Белорецкпа Пишпÿлек‚ Бурзянпа Гафури‚ Давлеканпа Ермеккей‚ Зианчурапа Зилаир‚ Кармаскалăпа Кугарчă‚ Куюргазăпа Мияки‚ Çтерлĕпуçпа Туймазă‚ Учалăпа Федоровка тата Хайбулла районĕсенчи‚ Кумертаупа Октябрьски‚ Сибайпа Çтерлĕ хулисенчи вĕрентÿ организацийĕсем контейнерлă пулнă.
- Вĕрентÿ учрежденисенче каяшсене уйрăм пухма тытăнни вĕсемпе усă курма вĕреннин пĕлтерĕшлĕ утăмĕ пулса тăрать. Мĕншĕн тесен ÿсекен ăрăвăн ачаранах экологи шухăшлавĕпе культури йĕркеленет‚ экологи пĕлÿлĕхĕ ÿсет‚ - тесе палăртнă Пушкăртстан Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Нияз Фазылов. – Миллионшар шкул ачи кулленхи пурнăçра кирлĕ пĕлтерĕшлĕ хăнăхусене алла илĕ. Çавăн пекех вĕсем каяшсене уйрăм пухма‚ вĕсенче ахаль çÿп-çап кăна мар‚ чĕр тавар пуррине курма хăнăхĕç.
Çакна та палăртса хăвармалла‚ Пушкăртстан Пуçлăхĕн Радий Хабировăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн‚ ПР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви Вĕрентÿ министерствипе пĕрле каяшсене уйăрса пухмалли программăна тапхăрсем çине пайласа пурнăçа кĕртеççĕ. Программăн пĕрремĕш тапхăрĕнче‚ 2020 çулта Пушкăртстанри хуласемпе район центрĕсенчи вĕрентÿ организацисенчи коммуналлă хытă каяшсене уйрăм пухмалли контейнерсене республика бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе вырнаçтарнă. Ял-саласенчи шкулсене çакăн йышши контейнерсемпе иккĕмĕш тапхăрта‚ 2021 çулта‚ тивĕçтерĕç.
Çÿлерех асăнни «Экологи» наци проекчĕн тĕллевĕсене тивĕçтерсе тăрать. Унăн тĕп тĕллевĕ – граждансен экологи культурипе яваплăхне ÿстересси.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: