Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Сентябрӗн 2020, 15:05

Виçĕ çĕнĕ шкул уçăлнă

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăртстанри виçĕ поселокра – Ĕпхÿ районĕнчи Жуковăра, Белокатай тăрăхĕнчи Айдакаевăра, Çтерлĕри Шахтау микрорайонта – çĕнĕ шкулсем уçăлнă.

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăртстанри виçĕ поселокра – Ĕпхÿ районĕнчи Жуковăра, Белокатай тăрăхĕнчи Айдакаевăра, Çтерлĕри Шахтау микрорайонта – çĕнĕ шкулсем уçăлнă.
Жуково поселокĕнчи шкул 375 ачана йышăнма пултарать. Вăл виçĕ блокран тăрать. Пĕрремĕшĕнче кĕçĕн классем, иккĕмĕшĕнче вăтам тата аслă классем, виççĕмĕшĕнче спортпа акт залĕсем, столовăй тата тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр усрамалли пÿлĕмсем вырнаçнă. Ачасен сывлăх уйрăмлăхĕсене те шута илнĕ, вĕсемшĕн кирлĕ условисем тунă.
- Кĕске вăхăтра пысăк ĕç туса ирттернипе районта çеç мар, республикипе те чи хитре те хăтлă шкул пулчĕ. Проект тунă тата çурт хăпартна чух çĕнĕ мелсемпе усă курнă, - тенĕ Айдакаевăри шкула уçнă чух Белокатай район администрацин пуçлăхĕ Масхут Минигалин.
Шахтаури 9№ 340 вырăнлă шкула 2‚5 çул хушшинче хăпартнă. Пĕлÿ çуртĕнче вырăнти вĕренекенсем çеç мар, Çтерлĕпе Ишимбай районĕсенчи ачасем те ăс пухĕç.
Читайте нас: