Пур хыпар та
Новости
2 Сентябрӗн 2020, 13:53

Вырăнти влаçшăн сасăлăпăр

Сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртекен пĕрлехи суйлав кунĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Кăçалхи суйлав кампани пирки ПР Тĕп суйлав комиссин председателĕ Илона Макаренко паллаштарĕ.

Сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртекен пĕрлехи суйлав кунĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Кăçалхи суйлав кампани пирки ПР Тĕп суйлав комиссин председателĕ Илона Макаренко паллаштарĕ.
- Республикăра пĕрлехи суйлав мĕнлерех шайра иртĕ? Е тепĕр майла каласан эпир камсене суйлăпăр?
- Пушкăртстаншăн 2020 çулхи пĕрлехи суйлав пысăк йышпа муниципалитетсен шайĕнчи депутатсене суйланипе палăрса тăрать. Ĕпхÿпе Межгорье хулисемсĕр пуçне вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче пур çĕрте те (муниципаллă районсен, хула тата ял хутлăхĕсен шайĕнче) иртет. Вырăнсенче пурĕ 1760 мандатшăн кĕрешÿ пырĕ. Вĕсенчен çурри ытла (903 мандат) муниципаллă район Канашĕсен депутачĕсем пулмалла. Унсăр пуçне Ĕпхÿри Советски районĕнче пурăнакансем 14-мĕш Новиково суйлав округĕ тата Белорецки районĕпе Межгорье хули 35-мĕш Металлург суйлав округĕ тăрăх ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайăн хушма депутачĕсене суйлĕç.
- Паянхи куна депутат пулма тăратнă çынсен тата кандидата иртнисен шучĕ паллă ĕнтĕ. Тĕплĕнрех чарăнса тăма май çук-ши?
- Мĕнпур суйлавсене кандидат пулса хутшăнма 4799 çын кăмăл тунă. Вĕсенче 4416-шĕ регистраци иртнĕ. Кандидатсен 20 проценчĕ хăйсене хайсем кандидат пулма сĕннĕ, ыттисем политика партийĕсем урлă иртнĕ: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» - 1777 кандидат, КПРФ - 456, «Раççей патриочĕсем» - 422, ЛДПР - 390, Справедливая Россия - 258, «Раççейри «Симĕссисен» экологи партийĕ» - 81, «Рост партийĕ» - 40, «Раççейри пенсионерсемпе социаллă тĕрĕслĕхшĕн парти» - 32, «Гражданла платформа» - 31, «Яблоко» - 24.
- Суйлавçăсем хайсен суйлав правине çак кун мĕнле пурнăçа кĕртме пултараççĕ?
- Закон сасăлавăн темиçе тĕрлĕ мелне палăртать. Сăмахран, ПР суйлав кодексĕ вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен депутачĕсемшĕн маларах çуртсенче (шкулсемпе клубсенче) шалта сасăлама ирĕк парать. Анчах та кăшăлвирус пандемийĕ кулленхи пурнăçа çеç мар, суйлав процесне те çĕнĕлĕхсем кĕртрĕ. РФ Тĕп суйлав комиссийĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн хушма мелсем сĕнчĕ. Вĕсен шутне сасăлава маларах çурт тулашĕнче, пурăнмалли кил-çурт таврашĕнче йĕркелесси кĕрет. Çавăн пекех хăш-пĕр ялсенчи суйлавçăсен ушкăнпа маларах сасăлама май пур, енчен те çак вырăнсенче суйлав участокĕсем çук е унта транспорт çÿреме питĕ хĕн пулсан.
- Суйлавçăн ыйту сиксе тухсан, камран ыйтса пĕлме май пур?
- Пушкăртстан Республикин Тĕп суйлав комиссинче август уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа тÿрĕ лини ĕçлет. Унти телефон номерĕсем: (347) 280-95-06, 280-96-34. Раççейри Тĕп суйлав комиссин информаципе справка центрне 8-800-20000-20 номерпе те шăнкăравлама пулать.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас