Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Сентябрӗн 2020, 12:15

Ĕпхÿри завод Чăваш Ене 68 троллейбуспа тивĕçтерĕ

«Ĕпхÿри трамвайпа троллейбус завочĕ» (ĔТТЗ) аукциона хутшăнса икĕ контракт çĕнсе илнĕ. Документсемпе килĕшÿллĕн завод Чăваш Ен валли 68 лутра лапамлă троллейбус туса кăларĕ тесе пĕлтернĕ республикăри Конкурент политики тата тарифĕ енĕпе ĕçлекен патшалăх служби.

«Ĕпхÿри трамвайпа троллейбус завочĕ» (ĔТТЗ) аукциона хутшăнса икĕ контракт çĕнсе илнĕ. Документсемпе килĕшÿллĕн завод Чăваш Ен валли 68 лутра лапамлă троллейбус туса кăларĕ тесе пĕлтернĕ республикăри Конкурент политики тата тарифĕ енĕпе ĕçлекен патшалăх служби. ĔТТЗ малтанхи туяну хакне 6 млн тенке йÿнетнĕ. Пĕтĕмĕшле контракт хисепĕ 1‚178 млрд тенкĕпе танлашать. Машинăсене 2020 çулхи декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕччен заказчик патне илсе çитермелле.
Чăваш патшалăх служби пĕлтернĕ тăрăх‚ çавăн пекех аукциона «Транс-Альфа» Суту-илÿ çурчĕ» ООО та хутшăннă. Анчах предприяти вĕсен таварĕ Раççей промышленность продукцине тивĕçтернине çирĕплетекен документсене тăратман. Çавăнпа унăн заявкине хирĕçленĕ.
Чăваш Ен хула электротранспортне çĕнетме федераллă хыснаран укçа-тенкĕ илме тивĕçнине патшалăх служби палăртса хăварнă.
Троллейбусен пĕр пайне Шупашкарти троллейбуссен управленине парĕç‚ теприне Çĕнĕ Шупашкара ăсатĕç. 12 троллейбус Шупашкар-Çĕнĕ Шупашкар 100№ маршрутпа пассажирсене турттарĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: